Раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 33-мӗш шкулта «тӗлӗнмелле вӑйлӑ пуҫару» кӑтартнӑ. Ҫакнӑ «Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ пӗлтернӗ.
Хӗл Мучи те, Юр пике те чӑвашла калаҫнӑ, ачасем вара юрланӑ, ташларӗҫ, сӑвӑ каланӑ.
Ҫакна Ирина Диарова йӗркеленӗ. «Хавал» пӗлтернӗ тӑрӑх, «паллах, пӗччен мар», пулӑшаканӗсем те пулнӑ: шкул директорӗ, шкулти вулавӑш ертӳҫи, Хӗл Мучи пулнӑ Александр Марсович Степанов, ытти ҫын та.
Ирина Диарова чӑваш чӗлхине суйланӑ ашшӗ-амӑшне чӑвашла уяв иртересси пирки пӗлтернӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑсӑкланман, теприсе хутшӑнма кӑмӑл туман, виҫҫӗмӗшӗсе илтмен. Кӑмӑл тунисем, пӗр 50 ҫын, уява ачасене хутшӑнтарас тенӗ. Хӑйсем курма пухӑннӑ. «Хавал» ушкӑн Ирина Диарова пуҫарӑвне ырланӑ май ытти шкулта та уяча ҫапла чӑвашла ирттерме пулать тесе палӑртнӑ.
Agabazar // 2811.56.1168
2018.12.24 14:24 | |
"Ёлккă" мар, чăрăшка. | |
Памук // 3831.27.6797
2018.12.24 17:56 | |
"Хӑшӗ-пӗри кӑсӑкланман, теприсе хутшӑнма кӑмӑл туман, виҫҫӗмӗшӗсе илтмен..." Ай-яй, ай-яй! Мӗн тӑвас - сӳтӗк, чӑваш... | |
Талпиçен // 4032.98.2469
2018.12.26 10:34 | |
Ырламалла аван пуҫару.Ытти шкулсене те ҫапла тума хистемелле . ЧНК мӗн хӑйраса выртать? | |
Илле // 1462.35.3219
2018.12.27 21:53 | |
Маттурсем! |