Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ялӗнче пурӑнака Елена Патьянова юртан танк ӑсталанӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата унӑн хӗрӗ Анжелика каласа кӑтартнӑ.
Елена Патьянова саккӑрмӗш ҫул ӗнтӗ юртан кӳлепесем ӑсталать. Кӑҫал та вӑл килӗ умне илемлетнӗ. Хальхинче вӑл юртан Т-34 танк ӑсталанӑ, ӑна сӑрланӑ.
«Анне совет танкне Мускаври музейра курнӑ та ӑна юртан ӑсталама шухӑшланӑ. Вӑл ӗҫрен килет те ҫур ҫӗр ҫитиччен тенӗ пекех юртан тата пӑртан кӳлепе ӑсталать. 4 кунран танк хатӗр пулчӗ», - каласа кӑтартнӑ Анжела.
Пальяновсен килӗ умӗнче танксӑр пуҫне Хӗл мучи, Юр пике, Юр кӗлетке, йытӑ, сысна ҫурисем те пур. Вӗсене вара ҫемйипех ӑсталанӑ.