Улатӑрта район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Сазонов ирттернӗ канашлура электроэнерги вӑрлани пирки калаҫнӑ. Унта район администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.
Электроэнерги вӑрлани электроснабжени пахалӑхне чакарни пирки калаҫнӑ. Ҫутӑ ан вӑрлаччӑр тесен халӑхпа калаҫмалла, йӑлтах ӑнлантармалла.
Каласа хӑвармалла: энергетиксем электроэнерги вӑрлакансене тупса палӑртас тӗллевпе ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал 11 уйӑхра «Чӑвашэнерго» филиалӗн ӗҫченӗсем кунашкал 363 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Улатӑр районӗнче ун пекки – 10.