Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ҫулти ача валли Ҫӗнӗ ҫул тӗлне парне хатӗрлӗ.
Республика ертӳҫин Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ӗнер РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Мероприятие, сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынӑ. Ӗнерех «Елка желаний» (чӑв. Ӗмӗт ёлки) акци иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗн ертӳҫи пулнӑ. Кремльти ёлка ҫине тӗрлӗ регионти тӑлӑх е нумай ачаллӑ ҫемьесенчи, чирлӗ ачасен ӗмӗтне ҫырса вырнаҫтарнӑ.
Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарти ачан шарне илнӗ. Виҫҫӗри Трофим илемлӗ масссаж сӗтелӗ пирки ӗмӗтленет-мӗн. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен парне ача патне ҫитӗ.