Калининград облаҫӗнче пӗр тӗлӗнмелле вырӑн пур иккен. Кунти халӑх ӑна «Ташлакан вӑрман» е «Ӳсӗр вӑрман» тет имӗш. Ҫак вырӑнта пӗр ҫухрӑм сарлакӑш лаптӑкра иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенче лартнӑ хыр вӑрманӗ ӳсет. Хыр е чӑрӑш тесессӗн пире тӳрех яштака та ҫӳллӗ йывӑҫсем аса килеҫҫӗ пулсан, кунта пӗр тӳрӗ хыр та тупаймастӑр, пурте кукӑрӑлса-мӑкӑрӑлса пӗтнӗ. Темле хаяр ҫавраҫил килсе аркатнӑ тейӗн. Йывӑҫсем кукӑрӑлнӑ, пӗр-пӗринпе ҫыхланса явакланнӑ.
Ӑслайсем хальхи кун та ҫак тӗлӗнтермӗшӗн тупсӑмне палӑртаймаҫҫӗ иккен. Пӗрисем вырӑнти хурт-кӑпшанкӑна айӑплаҫҫӗ, теприсем вӑрман ларнӑ вырӑнти ҫӗрсем сӗткенлӗхӗ ҫитменрен теҫҫӗ. Космоса айӑплакансем те пур иккен.
Ҫакӑн евӗр ытти вырӑнсене асӑнас пулсан тӗнчере тата тепӗр икӗ лаптӑк пур иккен: пӗри Казахстанри «Ташлакан хырлӑх», тепри — Дани ҫӗршывӗнчи «Шуйтан вӑрманӗ».