Шел те, Ҫӗнӗ ҫул уявӗ инкексӗр иртмен. Уяв умӗн пӗр кун маларах Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ, унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре ялти пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. 58 ҫулти кил хуҫи тата унӑн тӑван пиччӗшӗ (1958 ҫулта ҫуралнӑскер) пушартан тухайман. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав кунах Канаш районӗнчи Шӑхасанта та ҫурт ҫуннӑ. Унта пушар каҫхи 10 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Юрать, кил хуҫи урама тухайнӑ, унӑн алли тата пичӗ пиҫсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар тухнинче вӑл хӑй айӑплӑ: асӑрханмасӑр пирус туртнӑ.
Каласа хӑвармалла: 2018 ҫулта республикӑра 925 пушар пулнӑ, вӗсенче 78 ҫын вилнӗ, 87-шӗ суранланнӑ. 352 ҫынна пушартан ҫӑлма май килнӗ.