Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Нарспи» поэмӑна акӑлчанла та вулама пулать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 06.01.2019 21:42 | 1893 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Енре «Нарспи» поэма акӑлчанла кун ҫути курнӑ. Унччен хайлавӑн уйрӑм пайӗсем кӑна ҫак чӗлхепе пичетленнӗ.

ЧР Цифра аталанӑвӗн тата информаци политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэмине Питер Франс куҫарнӑ. Вӑл – Эдинбург университечӗн профессорӗ. Палӑртмалла: Питер Франс Геннадий Айхин сӑввисене те акӑлчанла куҫарнӑ. «Нарспи» поэмӑна куҫармашкӑн ӑна Атнер Хусанкай пулӑшнӑ.

Ҫӗнӗ кӗнекере Константин Ивановӑн хайлавне тӳрех виҫӗ чӗлхепе вулама пулать: чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла. Кӑларӑма ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Вӗсен йышӗнче Анатолий Миттовӑн репродукцийӗ те пур.

#кӗнекесем, #культура, #пултарулӑх, #акӑлчан чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54596
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 3432.77.0853
2019.01.07 00:24
Эпӗ Ростоври пеподаватель акӑлчанла куҫаркаланине вуланӑччӗ - янрамасчӗ. Халӗ мӗнле-ши? Виҫӗ чӗлхепе пӗрле кӑларни лайӑх. Савӑнмалла!
Петĕр // 3600.48.5200
2019.01.07 21:16
Тьфу! Тахçанах пулса иртнĕ япалана çĕнĕ хыпар пек пĕлтереççĕ. Ку "корреспондент" тĕп сакайĕнчен тухнă-и е уйăх ытла çывăрса пурăннă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем