Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Виталий Станьяла Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫыннин ятне панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.01.2019 16:10 | 1971 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Виталий Станьял
Виталий Станьял

Виталий Петрович Станьялпа Алексей Петрович Майраслова Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни ята тивӗҫнӗ. Ку пирки вырӑнти депутатсен пухӑвӗ иртнӗ ҫул раштавӑн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

Виталий Станьяла Чӑваш Республикин Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ Ҫеҫпӗл Мишшин ятне нумай ҫул хушши ҫӗкленӗшӗн тӑратнӑ. Алексей Майраслова вара Шупашкарти паллӑ поэтӑн бюстне ӑсталанӑшӑн тивӗҫ тесе сӗннӗ.

Чыслав кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗсенелле иртмелле.

Аса илтерер, 2004 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче ҫак ята Валерий Туркайпа Пётр Ивантаев тивӗҫнӗччӗ — вӗсем ку ята Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне сарас тата Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ялӗнчи асӑну комплексне уҫас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫленӗшӗн илнӗччӗ.

Алексей Майраслов — паллӑ кӳлепеҫӗ. Вӑл 1939 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Енӗш Нӑрваш (Тӑвай районӗ) ялӗнче ҫуралнӑ. 2008 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ. Андриян Николаев, Василий Фёдоров артист, Ҫеҫпӗл Мишши, Иван Яковлев, Константин Иванов, Порфирий Афанасьев сӑнарӗсене калӑпланӑ.

#депутатсем, #чыславсем, #хисепсем, #Канаш районӗ, #Ҫеҫпӗл, #Ҫеҫпӗл Мишши, #Енӗш Нӑрваш, #Тӑвай районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 2515.38.6473
2019.01.11 09:33
Айвансем (Туркай тата ыттисем!) Майраслов хӑҫанах вилнӗ, халь хисеплӗ ҫын ятне параҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем