Ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртсе кайрӗ ӗнтӗ, акцисем вара вӗҫленмен-ха. Чылайӑшӗ чӗрӗ чӑрӑш туянса ҫурта капӑрлатнӑ. Уяв иртсе кайсан йывӑҫа, шел те, тухса пеме тивет. Тӑхтӑр-ха, йывӑҫа ҫӳп-ҫап контейнерне ывӑтма ан васкӑр.
Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтес акци ирттерет: тухса пеме хатӗрленӗ чӑрӑша килсе парсан чӗрчунсемпе киленмешкӗн пӗр билет тыттараҫҫӗ.
Чӑрӑш чӗрчунсемшӗн усӑллӑ, унра витаминсем пур. Ҫавӑн пекех ку йывӑҫпа вольерсене хӑтлӑлатаҫҫӗ. Зоокӗтес усӑ курнӑ чӑрӑшсене кӑна мар, уявччен сутса пӗтерменнисене те йышӑнать.
Акци нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.