Паян ирпе Шупашкарти Ленин район сучӗ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗпчевҫисем ыйтнине пӑхса тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем «Биологилле тасатмалли сооруженисем» предприятин пуҫлӑхӗн Сергей Анисимовӑн тата Шупашкарти «Ордер» тулли мар яваплӑ обществӑн Ольга Филиппован хваттерӗсене ухтарма ыйтнӑ. Суд тӗпчевҫӗсен ыйтӑвне тивӗҫтерни пирки «Коммерсантъ» кӑларӑм хыпарланӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова Чӑваш Енӗн Экономика министерствине ертсе пынӑ, республика вице-премьерӗ пулнӑ Владимир Аврелькинпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ имӗш.
Министра, аса илтерер, хыснаран субсиди панӑ чухне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе вӑхӑтлӑха арестленӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова тата ыттисем пулӑшнипе 20 миллион тенкӗ ытла субсидие саккуна пӑсса хыснаран уйӑрнӑ-мӗн.