Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарта Турхан ҫуралнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.01.2019 17:02 | 1974 хут пӑхнӑ
Хулара

2019 ҫулӑн ӗҫлемелли пӗрремӗш кунӗнче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗнче икӗ ачана хӑйне евӗрлӗ ятпа регистрациленӗ. Администраци сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пепкесене Турхан тата Радмила ятсем хунӑ.

Ҫак икӗ ача пӗр ҫемьерен мар. Турхан Лукиановсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Арҫын ача вӗсен — пӗрремӗш пепке. Турханӑн ашшӗ ячӗ те чӑваш ячӗллӗ — вӑл Тайӑр ятлӑ, Николай Лукианов паллӑ юристӑн кӗҫӗн ывӑлӗ.

Хӗрача Радмила вара Анатолипе Елена ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӑшӑр виҫҫӗмӗш ачана кун ҫути парнеленӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта Космос Александрович ҫурални пирки нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ.

#чӑвашлӑх, #ҫемьесем, #Шупашкар, #ачасем, #ЗАГС

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамăр ял // 3936.76.6861
2019.01.13 17:24
Саламлатпăр!
Атнер // 7129.0.1168
2019.01.13 20:15
Тӗлӗнтерме пӑӑрахмасть Николай Егорчӑ Лукиянов.Ывӑлӗсем Этнерпа Тайр хулара ӳссех тап таса тӑван чӗлхепе калаҫаҫҫӗ.Халь тата мӑнукне Турхана та ҫаплах вӗрентет ӗнтӗ.Нивушлӗ садикра вӗрентмесӗрех тӑван чӗлхене упраса хӑварма пулать?.
Армути // 2971.10.2532
2019.01.14 00:06
Микулай! Турханпа амӑшне вӑй пултӑр! Часрах тепӗр кайӑкне тупса илсе килччӗр те ятне Мӑрса парӑпӑр.Вара хреснашшӗ пулма та килӗшетӗп.
Хăватлăар // 1071.16.1145
2019.01.17 13:00
Маттурсĕм. Чăвашра-чăвашла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем