Шупашкарти икӗ тӑкӑрлӑкпа машинӑсене пӗр майлӑ кӑна ҫӳремелле тӑвасшӑн. Ҫак шухӑша Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ паян пӗлтернӗ.
Машинӑсене Дубинин тӑкӑрлӑкӗпе тата Шупашкарти электромеханика колледжӗ умӗнчи Ленин проспектӗнчи 9-мӗш ҫурт умӗпе пӗр енлӗн ҫеҫ иртмелле тӑвасшӑн.
Татӑклӑн татса париччен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑхпа канашлама сӗннӗ. Сасӑлава «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта йӗркелӗҫ.
Машинӑсене пӗр майлӑ кӑна ҫӳретни ҫул-йӗрпе транспорт тӑрӑмне лайӑхлактма тата вӗсене чарӑнса лармалли хушма вырӑнсем тума май парӗ. Ҫапла шухӑшлать Шупашкар хулинчи тӳре-шара.