Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫыравҫӑсен ҫулленхи черетлӗ ларӑвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 29.03.2012 22:13 | 1980 хут пӑхнӑ

Пушӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Республикинчи профессионал ҫыравҫӑсен ҫулсерен иртекен черетлӗ пӗтӗмлетӳллӗ пухӑвӗ иртрӗ.

Ларӑва писательсен правлени пуҫлӑхӗ Сергей Павлов ертсе пычӗ. Чи малтанах вӑл ҫулталӑк хушшинче ҫыравҫӑсем мӗн ӗҫленине пӗтӗмлетсе каласа пачӗ. Ун хыҫҫӑн В.А. Абрамов критик тата литературовед паянхи чӑваш прозинчи лару-тӑру пирки сӑмах илчӗ. Тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи прозӑра калав жанрӗ ытларах аталанни курӑнать-мӗн. Малалла В.Кошкин-Кервен сӑвӑҫ чӑваш поэзийӗ пирки тухса калаҫрӗ, ку чухнехи сӑвӑҫсен ҫитменлӗхӗсене уҫҫӑн палӑртрӗ. Д.Суслин писатель вырӑсла ҫыракансен пултарулӑхне пӑхса тухса хак пачӗ, вырӑсла хайлавсене кун ҫути курма йывӑртарах пулин те ҫыравҫӑсем пуррине палӑртрӗ. ЧПУ доценчӗ И.В.Софронова литературовед ача-пӑча прозинчи ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсене шӗкӗлчерӗ. Докладсене сӳтсе явассине ларӑва килнӗ ытти писатель-поэтсем активлӑ хутшӑнчӗҫ: Анатолий Кипеч, Ӑсан Уҫӑпӗ, Н.Пӑрчӑкан, Виталий Родионов т.ыт.те. Чылай писатель палӑртнӑ тӑрӑх, паян ҫыравҫӑ ӗҫӗ пӗртте ҫӑмӑл мар: гонорар питӗ пӗчӗк пулнинчен тытӑнса кӗнеке пичетлес ӗҫ авторшӑн тӑкаклӑ пулни таранах. Анчах паян ЧР культура министерстви тӗрлӗ майсем те сӗнет: ача-пӑча кӗнеки кӑларма грантсем ҫӗнсе илесси, калӑпӑр.

Литературӑн кирек хӑш саманара та пӗр тӗллев пулнӑ — этемлӗхӗн чун тӗнчине пуянлатма пулӑшасси. Паянхи саманара литература тӗнчинче чӑрмавсем пит нумай пулсан та, ҫак тӗллев пурнӑҫлантӑр тесе чӑваш ҫыравҫисем ырми-канми ӗҫлессе шанас килет.

#литература, #ҫыравҫасем, #пухусем, #Чӑваш наци вулавӑшӗ, #вулавӑшсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем