Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Арча

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.01.2019 20:56 | 11814 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Чӑвашкасси — тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗ. Кунта пурин те ячӗсем тӗп чӑвашла: Илепер, Ахмантей, Сарпинес, Пинеслу, Илемпи...

Эпир килхуҫи старикпе калаҫса ларатпӑр. Килхуҫи карчӑкӗ кӗлетрен туприне кӑларса хӗвел ҫине ҫакать.

— Э-э-эй, хальхи арча вӑл ячӗ кӑна ӗнтӗ! — ятлаҫать карчӑк. — Каллех кӗве тапӑннӑ! — Тахҫан хӗр чухне ҫӗленӗ кӗпине силле-силле калаҫать, — Чӑн-чан арчара пӗр кӗве те пулмасть те ҫав...

Чӑтаймарӑм, мучипе калаҫма чарӑнсах ун патне пытӑм та чӑн-чан арчара мӗншӗн кӗве пулманнине ыйтрӑм.

— Ара, хальхи арчана кам мӗнле йывӑҫа курать, ҫавӑнтан тӑвать те. Ӗлӗк арча тума ятарлӑ йывӑҫ шыранӑ. Ҫав йывӑҫ шӑршине кӗве чӑтаймасть.

— Мӗнле йывӑҫ вара вӑл?

— Арчине мар, ҫав йывӑҫне арча тесе каланӑ тет ӗлӗк.

— Мӗнлерех йывӑҫ пулнӑ-ши вара вӑл?

— Ара, урттӑш пекскер тетчӗҫ. Анчах урттӑш вӑл пӗчӗккӗ, леш йывӑҫӗ вара юман пекех сарӑлса ӳсет тет. Э-э-эй, хам та ҫав ӗнтӗ ватӑлтӑм, вара, кӗве ан ертӗр тесе урттӑш хуҫса килсе арчана хумалла та... Ялан манса каятӑп...

Урттӑш — сӑваплӑ йывӑҫ. Чӑвашсем ун асамлӑ вӑйне пите ӗненнӗ ӗлӗк: ҫӗнӗ кил-ҫурт тусан кашни кӗтессе, усал-тӗселе хуса яма тесе, урттӑш тураттисем ҫакнӑ, ҫамрӑк машӑра та, тем ан ҫыпҫӑнтӑр тесе, хӗве хупиччен урттӑшпа ҫапа-ҫапа тасатнӑ. Урттӑш йышлӑ ӳсекен вӑрманта ӳпре-пӑван та сахалтарах пулать. Эппин кӗве те унран хӑрать имӗш...

Ҫутҫанталӑк йӑли-йӗркине эпир сахал пӗлетпӗр ҫав-ха. Карчӑк сӑмахӗнче мана пуринчен те ытла урттӑш ҫинчен калани мар, арча — йывӑҫ пирки асанни шухӑшлаттарчӗ. Арча текен йывӑҫ чӑнах та пур: кӑнтӑрта, ӑшӑ енче ӳсет вӑл. Ҫапах та, тен, ку калаҫӑва маннӑ та пулӑттӑм, анчах киле таврӑнсан, «Правда» хаҫатра (1982 ҫулхи январӗн 24-мӗшӗнче) шӑп та лӑп «Что будет с арчой» ятлӑ статья куҫ тӗлне пулчӗ.

«Арча — одна из древнейших древесных пород. Она родственна нашему обыкновенному можжевельнику, — ҫырать Кӑркӑс ССРӗнче пурнакан биологи наукисен кандидачӗ В. Шевченко. — Поразительно длинен век арчи: известны деревья, доживавшие до двух тысяч лет.

У арчи множество достоинств, если глядеть на нее с хозяйственной точки зрения. Во-первых, это — прекрасные, жарко горящие дрова. Во-вторых, долговечный строительный материал, не подверженный гниению... В-третьих, из арчи — твердого и прочного материала, хорошо поддающегося обработке, изготавливали и орудия труда (сохи, ступы) — и домашнюю утварь (чаши, гребни, детские люльки, скамейки, сундуки...)».

Апла ӗлӗк пурте арча йывӑҫӗнчен чӑнахах та арча тунӑ пулса тухать мар-и?.. Ирӗксӗрех вара эпир халь арча текен ӑнлану йывӑҫ ятӗнчен пулса кайнине калани тӗрӗсех те мар-ши теес килет...

Апла пулсан, арчине хӑйне, ҫав арча йывӑҫран тунӑ тупра упрамалли япалине ӗлӗк-авал мӗн тесе каланӑ-ши? Шухӑшлакан ҫынна чӗлхе кашни утӑмрах ыйту хыҫҫӑн ыйту парать, хӑй вӑрттӑнлӑхне уҫма, тӗпчеме чӗнет…

 

Хушса калани. Ку статьяна ҫырнӑ чухне Юхма Мишшин, паллах, Википеди текен япала пулман. Халь вара ҫав ресурса уҫса пӑхсанах тӳрех пире «арча» тени чӑн та уртӑш йышши пысӑк йывӑҫ ячӗ пулни пирки пӗлме пулать. «Арча» — шӑп та лӑп тӗрӗк чӗлхесенчи ят иккен. Уртӑш йышши йывӑҫсем сывлӑша тасатни пирки те унтах ҫырнӑ. .

Арча этимологийӗ пирки вара кӑштах иккеленӳ те пур. Паллах, Юхма Мишшипе те килӗшме май пур — арчаран тунӑран арча тенӗ теме пулать. Ӳсессе те вӑл йывӑҫ (пысӑккисем) шӑп та шай авалхи пирӗн мӑн асаттесем пурӑннӑ вырӑнсенче ӳсеҫҫӗ. Ҫавах Федотов хӑйӗн этимологи словарӗнче латинла «arceo» сӑмаха пӑхма сӗнет. Лешӗ вара «питӗр», «хупса хур» тенине пӗлтерет иккен. Грек чӗлхинче те ҫак сӑмаха ҫывӑххи пур — «αρχοζ», вӑл вара «хӳтӗленӗ япала» тесе куҫать. Те хунсем Европӑра хуҫаланнӑ чухне вӗсене ку сӑмах лекнӗ, те ахаль, пӗрешкел илтӗнекен сӑмах кӑна. М.Р. Федотов тата «ырҫа» сӑмах енне пӑхма сӗнет, анчах хӑйӗн словарӗнче ку сӑмах этимологине илсе памасть.

 

Ӳкерчӗкри уртӑш тӗсӗсем (сулахайран сылтӑмалла, Википедирен илнӗ): Бурмуд уртӑшӗ (Бурмуд утравӗсенче кӑна пур), ҫӳллӗ уртӑш (Кавказра, Крымра тата Вӑтам Азире ӳсет), Анӑҫ уртӑшӗ (Ҫурҫӗр Америкӑра ӳсет).

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ҫутҫанталӑк, #этимологи, #чӑваш чӗлхи, #йывӑҫсем, #ылтӑн ҫӳпҫе

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.01.28 22:58
Питӗ интереслӗ тӗпчев!
Agabazar // 3088-9659
2019.01.29 04:42
Agabazar
Тĕпчев??? Эссе теççĕ кунашкал япаласене.
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.01.29 09:56
Килӗшме пулать.
Юхма ҫырни -эссе-калав (эссе-очерк).

Эссе хӑй те - нумайенлӗ жанр (эссе-тӗпчев те пулма пултарать).

Аҫтахар тунӑ пӗтӗмлетӗвӗсем (3 айӑкра тӑракан ҫӑлкуҫсенчен суйласа илни, пӗрлештерни)=> тӗпчев патне туртӑнать.
Вуланать интереслӗ. Ҫав кӑна.
2019.02.05 21:00
Питĕ те кăсăклă, вулама та питĕ çăмăл. Тĕпчес текене пулăмсем чăннипе те йышлă, ÿркенсе çеç ан тăр.
Dfcbkbq // 4996.5.1748
2019.02.07 14:53
ARCA.ae (одного корня с arceo) - ящик, сундук, ларь,шкатулка.

денежный ящик, касса

государственная казна, казначейство

гроб

тюремная камера, темница

ковчег, ковчег завета

цистерна, бассейн, водоем

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем