Белгород облаҫӗнчи Кивӗ Оскол хулинче йывӑр атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей первенствинче Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарти Олимп хатӗрленӗвӗн училищинче вӗренекен Полина Андреева темиҫе медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫӗршыври пилӗк рекорда ҫӗнетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн спорт министерстви хыпарлать.
13-17 ҫулсенчи ҫамрӑксен хушшинче иртекен ӑмӑртусене ҫӗршыври 220 хӗрпе каччӑ хутшӑнать, вӗсенчен улттӑшӗ — Чӑваш Енрен: Полина Андреева, Ксения Александрова, Александра Степанова, Артур Никонов, Андрей Портнов тата Максим Матвеев. Геннадий Иванов тренерӑн вӗренекенӗ Полина Андреева тӗрлӗ меслетпе вӑй виҫсе икӗ ылтӑн тата пӗр кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш спортсменки 17 ҫулти хӗрсен йышӗнче — виҫӗ, 20 ҫултисен хушшинче ӑмӑртса икӗ рекорда ҫӗнетнӗ.