Ҫӗнӗ Шупашкарти «Монолит Плюс» строительство фирмин пуҫлӑхне тата унчченхи прорабне судпа айӑпланӑ, пӗлтӗрхи кӗркунне строительство ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ чухне компанире ӗҫлекен икӗ ҫын тӑпра айне пулса вилнӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Семенов урамӗнчи 2-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Ирхине фирма директорӗ прораба ӗҫе пурнӑҫлама кирлӗ прроект ҫуккине пӑхмасӑрах шыв канализацийӗ хума хушнӑ. Хуҫа сӑмахӗнчен иртеймесӗр прораб ку ӗҫе тума 41 тата 49 ҫулсенчи икӗ арҫынна шаннӑ. 10 сехет тӗлӗнче тӑпра йӑтӑнса аннӑ та арҫынсем ун айне пулнӑ. Виҫӗ метр тарӑнӑшӗнчискерсене туртса кӑларса ҫӑлса хӑварма май килмен.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн фирма директорӗн тата прорабра ӗҫленӗскерӗн икӗ ҫул ӗҫлесе татма тивӗ, унсӑр пуҫне вӗсен шалӑвӗнчен 5% тытса юлӗҫ. Компани пуҫлӑхӗн вара 2 ҫул хушши строительство тытӑмӗнчи предприятисене ертсе пыма юрамасть.