Куславккари автостанцие хупма пултараҫҫӗ. Тӳре-шара шухӑшӗпе, ҫакна тума темиҫе сӑлтав та пур.
Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче автостанци харпӑрҫи хупӑнасси пирки администрацие пӗлтернӗ. Ӑна нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хупма планланӑ. Вокзалӑн тупӑш ҫук-мӗн. Анчах вӑл хупӑнсан ҫынсен ытти ҫӗре мӗнле тухса ҫӳремелле? Ҫак ыйту шухӑшлаттарать тӳре-шарана. Анчах «АвтоВАСа» ку пӑшӑрхантармасть.
Ку ыйтӑва ЧР Транспорт министерствинче пӑхса тухнӑ. «АвтоВАС» малалла икӗ условипе ӗҫлеме килӗшнӗ. Пӗрремӗшӗнчен, перевозчиксен килӗшӳ тумалла тата хӑйсен автобусӗсене автостанцирен Куславкка районӗнче 6 маршрутпа ямалла. Иккӗмӗшӗнчен, пассажирсен вокзал кассинчен билет туянмалла. Тепӗр майлӑ каласан, водительсен хулари ытти чарӑнура чарӑнса ҫынсене лартмалла мар. Анчах ку услови куславккасен пурнӑҫне йывӑрлатӗ: автостанцие ҫитес тесен сахал мар утмалла.
Автостанци чӑнах та хупӑнсан ҫынсем автобуссене «Булат» кафе умӗнче кӗтсе тӑма пуҫлӗҫ, унтах расписани ҫакӗҫ. Кун пек чухне билетсене водительсем хӑйсем сутӗҫ.
Куславккари автостанци мӗнле майпа ҫакӑн пек лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ-ха? Тӳре-шара ҫапла ӑнлантарать: халӑх йышӗ чакнӑ, ҫынсем хӑйсен машинисемпе ытларах ҫӳреҫҫӗ, таксистсем нумайланнӑ тата автобуссем пушӑ ҫӳренӗрен автостанцин тупӑш ҫук.
«Легаллӑ мар таксист-перевозчиксен йышӗ шутсӑр нумайланнӑ, вӗсем автостанци лапамне ҫавӑрса илнӗ, пассажирсене автобусран туртса кӑларманни кӑна», - ҫапла ҫырнӑ Куславкка район администрацийӗн сайтӗнче.