Чӑваш Республики укҫа илӗртекен регионсен шутне лекнӗ. «Инвест-Форсайт» ӗҫлӗ журнал «Инвестиционная активность регионов» (чӑв. Регионсен инвестици хастарлӑхӗ) танлаштарӑма пичетленӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи цифрӑсене илсе кӑтартнӑ. Пирӗн республика ҫавӑнта ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Рейтинга хатӗрленӗ чухне Раҫҫейӗн регионӗсенче пурнӑҫа кӗртекен тата хута яракан инвестици проекчӗсене шута илнӗ. Вӗсене журнал «Инвест-Регион» субъектсенчи хыпарсене пичетлени тӑрӑх палӑртса пынӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, мӗнпур хыпара 10-шар баллӑ виҫепе хакланӑ: проекта ӗҫлеттерсе янине, черетлӗ тапхӑра, проект валли укҫа уйӑрнине, малашлӑх плансене палӑртса килӗшӗве алӑ пуснине, ытти хыпара.