Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Александр Савельев чӗлхеҫӗ паян 30 ҫулхи юбилейне уявлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.02.2019 13:37 | 2073 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Сантӑр Савкилта
Сантӑр Савкилта

Германире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, «Ирӗклӗ сӑмах» сайта пуҫараканӗ Александр Савельев паян 30 ҫул тултарнӑ. Ашшӗ амӑшӗ унӑн Тутарстанри Нурлат районне кӗрекен Лачака ялӗнчен. Александр хӑй вара нумай ҫул Мускавра пурӑннӑ, унтах аслӑ пӗлӳ илнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

Савкилта чӑваш ятне илнӗ ҫамрӑк инҫетри ҫӗршыва ахаль кайман — унта вӑл тӗпчев ӗҫӗсене хутшӑнать. Eurasia3angle тӗпчевҫӗсен ушкӑнӗ алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерес тӗллевпе йӗркеленнӗ, Германири Йена хулинче тӗпленнӗ. Сантӑр Савкилта вӑл ушкӑнра 2016 ҫултанпа ӗҫлет. Сӑмах май, 2017 ҫулта, Александр историлле чӗлхе пӗлӗвӗн пӗтӗм тӗнчери 23-мӗш конференцине хутшӑннӑ (Сан-Антонио, АПШ) — унта вӑл чӑваш чӗлхинчи вырӑнти калаҫӑвӗсем кӑк тӗрӗк чӗлхине реконструкцилеме мӗн енчен пулӑшма пултарни пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Китайри конференцисене хутшӑннӑ, Шупашкара та пӗрре мар килсе кайнӑ.

Сантӑр Савкилтана ытларах «Ирӗклӗ сӑмах» сайт йӗркелӳҫи пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл тӑрӑшнипе ҫав сайт хыпарсене аналитикӑллӑ та тӗрлӗ енлӗ ҫутатакан ресурс пек палӑрса юлчӗ.

#Сан-Антонио, #чӑваш чӗлхи, #Йена, #Германи, #ӑслӑлӑх, #юбилейсем, #Тутарстан, #Нурлат районӗ, #Лачака

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микулай Павловски // 5031.4.0998
2019.02.13 20:11
Ҫуралнӑ кун ячӗпе!
Тимер Акташ // 3831.63.7566
2019.02.13 23:23
Саламлатпар!
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.02.14 00:25
Сантӑр,Ҫуралнӑ кун ячӗпе!
Телейлӗ пул!
Ирӗклӗ пул!
влад маскай // 3957.56.0551
2019.02.14 23:18
Çак ача , 30-çулхискер, Иван Яковлевича тапăнчĕ пек астăватăп та, йăнăшмарăм-ши,-тесе ыйтасшăнччĕ Ăсчахсенсчен? Ку мухтаса саламлакан статьяра "тĕпленнĕ" сăмахпа усă курни вырăнсăр вара. Мĕншĕн тесен, Германире мĕнле майпа тĕплентĕр-ха çын?! Унта, нумай пулмасть, фашистсене тĕпленĕччĕ пирĕннисем. Германире, мĕн тесен те, вырнаçса, е тымар ярса пурăнаççĕ чăн-чăн чăвашсем. Çук, чăваш чĕлхине упрайăпăр-ши малалла та капла темиçе дипломлă çынсем те "сĕткенсĕр" челхепе çырма вăтанманскерсен пусмăрне тÿснĕ чухне, темле мăйрака тăратса, çав тери ирĕклĕн хăйсене тытса. А-УУ! Хурăвăра чăтăмсăр кĕтсе юлатăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем