Чӑваш Енре пултаруллӑ ачасен центрӗ пулӗ. Вӗсене тупса палӑртса, унтан аталантарма пулӑшма паян, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, йышӑннӑ. Капла утӑма Сочире ҫак кунсенче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумӗ вӑхӑтӗнче тунӑ.
Пултаруллӑ ачасен центрне «Сириус» центр евӗрлӗрех йӗркелесшӗн. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗпе «Пултарулӑх тата ӑнӑҫу» вӗренӳ фончӗ хушшинче ҫирӗплетнӗ килӗшӳре пӑхса хӑварнӑ. Хута Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата асӑннӑ фонд ертӳҫи Елена Шмелева алӑ пуснӑ.
Ҫӗршывӗпе паллӑ «Сириус» вӗренӳ центрне те, сӑмах май, «Пултарулӑх тата ӑнӑҫу» вӗренӳ фончех йӗркеленӗ. Ку вӑл 2015 ҫулта пулса иртнӗ. «Сириус» вӗренӳ центрӗнче паян Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 800 ача пултарулӑха туптать.