Ҫӗнӗ Шупашкарти «Атӑл» кинотеатр пушӑ ларнине нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче унӑн чӳречисене ҫамрӑксем ҫӗмӗрнӗ. Кун пирки «Про Город» редакцие ҫынсем пӗлтернӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кинотеатра полицейскисем ҫитнӗ. Вӗсем темиҫе ҫамрӑка хӑваласа ҫитме хӑтланнӑ.
«Эпӗ ачасемпе гипермаркет енчен утса пыраттӑм, полицейски тӑватӑ ҫамрӑк хыҫҫӑн чупнине куртӑм. Иккӗшне тытса вӑл машинӑна лартрӗ. Унтан ҫак машин кинотеатр патнелле кайрӗ. Унта темиҫе йӗрке хуралҫи пурччӗ», -каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм. Ҫак ҫамрӑксем кинотеатр чӳречисене ҫӗмӗрнӗ те унта кӗнӗ-мӗн.
Аса илтерер: кинотеатрта мӗн пуласси пирки ыйтӑм ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, унта театр, кинотеатр, кафе тата ачасем валли вылямалли центр тӑвасшӑн. Анчах ку хӑҫан пуласси паллӑ мар.