Федерацин хӑрушлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем «Аудит-Консалтинг» акционерсен хупӑ обществин генеральнӑй директорне Маргарита Замчинскаяна тытса чарнӑ. Вӑл – ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн пӗртӑванӗ.
Вӗсем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пулнине «Правда ПФО» интернет-хаҫат «Хыпар» хаҫатра тухнӑ статьяна тӗпе хурса пӗлтӗрех пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн халӑх фрончӗн хастарӗсем прокуратурӑна тата монополипе кӗрешекен службӑна Финанс министерствипе «Аудит-Консалтинг» фирма хутшӑнӑвӗсене тӗрӗслеме ыйтнӑ. Республикӑри хӑш-пӗр ведомство тата вӗсене пӑхӑнса тӑракан организацисем Маргарита Замчинская ертсе пыракан компанире экспертизӑсемпе аудит саккас панӑ.
Палӑртмалла: Маргарита Замчинская 1957 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Тӗреньел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӳлерех асӑннӑ компание 1995 ҫултанпа ертсе пырать.
Agabazar // 4018.19.3516
2019.02.20 18:35 | |
Треньел. | |
Памук // 1635.19.8841
2019.02.21 20:21 | |
План панӑ...Вӑрӑсене ЧР-че кӑна тытма. | |
Agabazar // 2357.99.7776
2019.02.23 08:08 | |
Мана вара ку япала влаç тытăмĕсене чăваш юнĕллĕ çынсенчен "тасатассипе" те çыхăннăн туйăнать. Форумсенчи тролльсемпе кащенитсен шав-шавĕ те çавнах кăтартать. | |
Памук // 3636.89.9782
2019.02.23 12:19 | |
Ӗлӗкрех ҫав Шупашкарта вырӑс маршне тӑвакансем чӑвашсем влаҫра пулнипе хытӑ хайрӑначчӗҫ...Халь ҫавсемех, юлташӗсем урлӑ пуҫлӑхра ларакан чӑвашсене, тӗрлӗ сӑлтавсене тупса, "коррупцине кӗрешнӗ" урлӑ тытараҫҫӗ пек. Шовинистсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ҫилли ӳссех пырать. Республика ертӳҫин, ытти ҫӳлерех вырӑнӗсене чӑваш мар ҫынсене лартма хатӗрлесе пыраҫҫӗ. |