Cаккун пӑсса пассажирсене турттаракан водительсен машинисене конфискацилеме сӗнеҫҫӗ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Сергей Яхатин прокуратурӑра иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Кунашкал практика Краснодар крайӗнче пур. Унта унашкал ӗҫсем Аслӑ суд таранах ҫитеҫҫӗ. Палӑртмалла: саккуна пӑсса пасажирсене илсе ҫӳрекен водительсен транспортне КоАПӑн 14.1-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (саккуна пӑсса услам йӗркелени) патшалӑх валли конфискацилеме юрать.
Кӑҫал кунашкал водительсен тӗлӗшпе 60 постановлени ҫырнӑ, административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӗсем пассажирсене «Блаблакар» тата «Контактра» тупнӑ. Ытларахӑшӗ «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳренӗ. Кунашкал водительсем рейс умӗн техосмотр тата медосмотр тухмасӑрах ҫула каяҫҫӗ.
Хальлӗхе ҫакнашкал водительсен машинине штрафстоянкӑна илсе кайнӑ 4 тӗслӗх пулнӑ. Унта транспорта постановлени кӑлариччен 2 уйӑх таран тытаҫҫӗ.