Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Мадагаскар» чӑвашланма хатӗрленет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 21.02.2019 10:41 | 2099 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
«Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗ. Google карттинчи сӑн
«Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗ. Google карттинчи сӑн

«Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗ кӑтартмӑшсенче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма хатӗрленет. Ҫакӑ пирӗн редакцине «Мадагаскарӑн» тӗп директорӗ Е.А. Ворожцова янӑ ҫыруран паллӑ пулчӗ. Елена Александровна пӗлтернӗ тӑрӑх суту-илӳпе кану центрӗнче кӑтартмӑшсене ҫӗнӗлле йӗркелесшӗн, ятарлӑ проект хатӗрленӗ. Вӑл проектпа килӗшӳллӗн курӑмлӑ навигаци хатӗрӗсене виҫӗ чӗлхепе хатӗрленӗ, ҫав шутра — чӑвашла та.

Асаилтеретпӗр, унччен малтан чӑвашла кӑтартмӑшсене «Пятерочка» суту-илӳ пӗрлӗхӗн лавккисенче хатӗрлеме пуҫларӗҫ. Паянхи кун вӗсен кашни ҫӗнӗ лавккинчи кӑтартмӑшсенче вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла та ҫырнӑ.

Ҫӗнӗ кӑтартмӑшсем хӑҫан тата хӑш вӑхӑтра хӑйсен вырӑнне йышӑнасси пирки хальлӗхе пӗлтермен-ха.

— Паллах, кунашкал пулӑма ырламалла, — пӗлтерчӗ пире хӑйӗн шухӑшне ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин. — «Мадагаскар» тӑван чӗлхепе кӑтартмӑшсем вырнаҫтарни чӑваш чӗлхи бизнеса кирлине пӗлтерет. Мӗншӗн вӗсем чӑвашла та хатӗрлеҫҫӗ? Вӗсемпе ҫуммӑн халь пысӑк ҫурт-йӗр комплексӗ ҫӗкленет — унта вара ялтан килнӗ ҫынсем питӗ нумай. Апла-тӑк «Мадагаскар» ертӳҫисем ҫакна ӑнланаҫҫӗ, вӗсем халӑха ҫывӑхрах пуласшӑн. Ку савӑнтарать.

«Хавал» пуҫару ушкӑнӗн тӗп канаш пайташӗ Александр Блинов та ку хыпар унӑн кӑмӑлне ҫӗкленине пӗлтерчӗ:

— «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗнче курӑмлӑ ҫулҫӳрев тытӑмне чӑвашла та йӗркелени хавхалантарчӗ. Паллах, кун пек пуҫарусем чӑваш чӗлхин сумне тӗревлесе тӑнипе пӗрлех пирӗн хутлӑха илемлӗ сӑн-сӑпат кӳрсе туризм тӗлӗшӗнчен илӗртӳллӗрех тӑваҫҫӗ.

#лавккасем, #суту-илӳ, #чӑваш чӗлхи, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем