Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Хранители рун» фильм кӑтартӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 14.04.2012 10:41 | 1703 хут пӑхнӑ

Акан 17-18-мӗшӗсенче «Мир» телеканал «Хранители рун» тата «Ҫулҫӳревсем» ятлӑ телекуравсем йӗркелеме палӑртнӑ. Курас тесен эсир ӑна ҫав кун http://mirtv.ru адреспа пӑхайратӑр. «Раҫҫей пӑлхарӗсем» ятлӑ фильмсен пухӑвне Владимир Путин тытса пыракан «Вырӑс географи ӑсчахӗсен ушкӑнӗ» хатӗрленӗ. Операторсем пӗлтӗр Чӑваш Енре иккӗ килсе кайнӑччӗ — авӑнра тата раштавра. Палӑрӑмлӑ пуҫарӑва республика элтеперӗ Михаил Игнатьев, халӑхӑмӑр паллӑ ӑсчахӗсем, аластисем, халӑх юррипе ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх Раҫей халӑхне хальхи чӑвашсем авалхи йӑла-йӗркисене тирпейлӗн сыхласа аталантарма тӑрӑшнине кӑтартмалла. Тӑван енӗн сыхланса юлнӑ ҫутҫанталӑкӗ, авалтан пыракан йӗрки, ҫухалман алӑсталӑхӗ ҫак проектра чи паллӑ вырӑн йышӑнмалла тет.

Комсомольски районӗнчи «Каҫал» фольклор ушкӑнӗ чӑваш туйӗн илемлӗхӗпе паллаштарнӑ. Фильм авторӗ Елена Заднепровская хӑй туйӑмӗсене пытараймасӑр «эпӗ нихӑҫан та ниҫта та ҫакӑн пек илемлӗ туй ӳкерменччӗ», — тесе каланӑ. Кайран ӳкерҫӗсем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑкӑртан мечетӗпе паллашнӑ. Ӑна 590-мӗш ҫулта Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗнче Мухаммед пророк сахабӗсем хӑнара пулнӑ ятпа анчахрах лартнӑ иккен. Чӑваш халӑх музейӗнче вара ӳнер тӗпчевӗн ӑсчахӗсем Алексей Трофимовпа Геннадий Орков-Иванов чӑваш тӗрринче сыхланса юлнӑ рунӑ ҫыруллӑхӗпе паллаштарнӑ. Ҫакӑнтах хӑнасене чӑваш тумӗпе те паллаштарнӑ. Сыхланса юлнӑ вут кӗллин йӑла йӗркине Шупашкар ҫумӗнчи Апаш ялӗнчи Маргарита Павлова кӑтартнӑ, Етӗрне тӑрӑхӗнче тата авалхи хӑмлапа ҫыхӑннӑ йӗркесене курса килленме тӳр килнӗ фильм йӗркелекенӗсен. Йӗпреҫре «Кӗр сӑри» тата «Кӗр пӑтти» йӑлисене Чӑваш Патшалӑх вӗрентӳ университетри «Юрай» тата «Уяв» ташӑпа юрӑ ушкӑнӗсем кӑтартса панӑ. Таса улӑхра яшсемпе хӗрсем чӑваш тумӗн тата юрӑ-ташшин ытарайманлӑхне анлӑн уҫса панӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Раҫҫей Правительствин «Раҫҫей чунӗ» премийӗн лауреачӗ Козлова Зинаида Алексеевна йӗркеленӗ. Йӗпреҫрех хӑнасем авалхи чӑваш ялӗн яланхи пурнӑҫӗпе музей картишӗнчех паллашрӗҫ. Вырӑнтан тапранаймасӑр, куҫ илмесӗр ӳкерҫӗсем Чӑваш халӑх тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Игорь Дадиани йӗркеленӗ «Атӑл миссӗ» тум коллекцийӗпе киленнӗ тет. Ҫулталӑк ҫурӑ тӗрмешнӗ ҫак ӑсчах чӑваш кинӗн тумӗпе кӑна. Ӗҫлени харӑма кайман унӑн, куракансем ӑна питӗ пысӑк хак панӑ теҫҫӗ. Чӑваш шӳрпине тата шӑрттанне вара хӑнасене Сӗнтӗрвӑрринчи Людмила Данькова хатӗрлеме вӗрентнӗ имӗш. Елена Заднепровская ҫулталӑк хушши пынӑ ӗҫе ҫак сӑмахсемпе вӗҫленӗ: «Аваллӑха ҫакӑн евӗр сыхласа асӑрхаса тӑракан халӑхӑн пурнӑҫӗ шанчӑклӑ та пуласлӑхлӑ».

Сӑнсем: авӑн уйӑхӗнчисем, хӗллехисем. Видео.

#Етӗрне районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Апаш, #Шупашкар районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри, #Комсомольски районӗ, #Йӗпреҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем