2019 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче регионсем шайӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури олимпиади иртнӗ.
Олимпиадӑна Чӑваш республикинчи тата республика тулашӗнчи шкулсенче
9-11-мӗш классенче вӗренекен 164 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 85-шӗ чӑваш чӗлхипе литературине вырӑс шкулӗн программипе вӗренеҫҫӗ, 79-шӗ — республикӑри чӑваш шкулӗсенчен.
Республика тулашӗнчен олимпиадӑна пурӗ 10 вӗренекен килнӗ: Тутар Республикинчен – 2-ӗн, Пушкӑрт Республикинчен – 4-ӑн, Чӗмпӗр облаҫӗнчен – 4-ӑн. Вӗсем чӑваш чӗлхипе тата литературипе питӗ кӑсӑкланаҫҫӗ, юратса вӗренеҫҫӗ. Ҫакна олимпиадӑра аван кӑтартнӑ.
Олимпиадӑна килнӗ ачасем Шупашкарти паллӑ вырӑнсенче пулса курнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗн студенчӗсемпе тӗл пулнӑ.