Ҫуркунне ҫитессине, ахӑртнех, нумайӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Ав хӗллен юлашки кунӗсем иртеҫҫӗ. Ҫуркуннен пирвайхи уйӑхӗ мӗнле ҫанталӑкпа савӑнтарӗ-ха?
Метеорологсен шухӑшӗпе, пуш – хӗллен пиллӗкмӗш уйӑхӗ. Климат хӗлӗ пирӗн респубикӑра чӳкӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа акан 1-мӗшӗччен пырать. 2007-2009 тата 2014-2017 ҫулсенче пуш нормӑран ӑшӑрах пулнӑ. Кӑҫал вара пире епле ҫанталӑк кӗтет?
Пуш юр ҫунинчен, тӑман вӗҫтернинчен тата сивӗтнинчен (15-20 градус таранах) пуҫланать пулсан та ҫуркунне ирех килессине пӗлтереҫҫӗ. Сивӗтнӗ хыҫҫӑн самаях ӑшӑтма пуҫлӗ. Пушӑн 6-мӗшӗнчен пуҫласа сывлӑш температури ӑшӑнма тытӑнӗ. Хӗвел хӗртсе пӑхнӑран, ҫумӑр ӳккеленӗрен тем ҫӳллӗш кӗртсем чакма пуҫлӗҫ.
Паллӑ ӗнтӗ: хӗл ҫуркуннепе ҫапӑҫмасӑрах парӑнмасть. Уйӑх варринче каллех юр ҫӑвӗ. Ҫуркунне те хӗле хуравпа нумай кӗттермест: виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗнӗ рекорд пулӗ, ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ҫуркуннехи каникулта вара каллех юр ҫӑвӗ, ҫанталӑк «минус» таран сивӗтӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, синоптиксем пуш уйӑхӗ нормӑран 1-2 градус ӑшӑрах пуласса пӗлтереҫҫӗ.