Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Петӗр Хусанкая сума суса чечек хунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.03.2019 12:14 | 1642 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ӗнер Петӗр Хусанкай пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 49 ҫул ҫитнӗ. Ҫак куна паллӑ туса Тимӗр Тяпкин инициативипе чӑваш хастарӗсем паллӑ поэтӑмӑрӑн асӑну хӑми умне чечексем кайса хунӑ.

Асӑну мероприятине Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗсем Анатолий Ухтияровпа Тимӗр Тяпкин, культура министерствин тӗп специалисчӗ Сергей Дмитриев, «Республика» хаҫат тӗп редакторӗ Сергей Мясниковпа унӑн ҫумӗ Владислав Николаев, Анатолий Хмыт ҫыравҫӑ тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем паллӑ поэтӑмарӑн кун-ҫулне аса илнӗ, чечек хунӑ. Иртен-ҫӳрен те аякра юлман, Петӗр Хусанкая хисеп туса чечек хума хутшӑннӑ.

Петр Хусанкай 1907-мӗш ҫулта Тутарстанри Сиктерме ялӗнче ҫуралнӑ. 1970-мӗш ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шупашкарти Ленин урамӗнчи 38-мӗш ҫурт ҫине — кунта вӑл 1960-мӗш ҫултан пурӑннӑ — асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Мероприяти ҫакӑнта иртнӗ те.

#ЧНК, #Петӗр Хусанкай, #асӑну, #чӑвашлӑх, #Сиктерме

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ялтан // 9259.3.8429
2019.03.06 19:36
Чечек хуна,укеренне,анчах та каллех маллалли щок. Хула администрацине керсе каласма ватанна.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем