Ростов облаҫӗнче пурӑнакан хӗрачана Канашра тупнӑ. Вӑл хыпарсӑр ҫухалнисен йышӗнче пулнӑ.
«Новороссийск – Пермь» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑсра Волгодонск хулинче пурӑнакан 16-ри хӗре тупнӑ. Ӑна пуйӑс Канашра чарӑнсан транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем илсе тухнӑ.
9-мӗш класра вӗренекен хӗрача Хусана кайма тухнӑ-мӗн. Унта вӑл шкулта вӗренесшӗн пулнӑ. Икӗ уйӑх каялла унӑн ҫемйи урӑх хулана каҫса кайнӑ, ҫавна май хӗрачан хӑйӗн шкулӗнчен урӑх ҫӗре куҫма тивнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ илме киличчен хӗрачана Канашри социаллӑ приюта вырнаҫтарнӑ. Унччен вӑл килтен тухса кайни пулман.