Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кивӗ Улхашра — Майрабеевсен турнирӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Йелмел Микулайе 18.04.2012 10:29 | 2041 хут пӑхнӑ
Майрабеевсем
Майрабеевсем

Чӗмпӗр облаҫӗнчи чи пысӑк чӑваш ялӗнче, Кивӗ Улхашра (Чӑнлӑ районӗ) ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Георгийпа Пётр Майрабеевсен парнисене илессишӗн 4-мӗш турнир иртрӗ.

Георгий — кӗрешӳ енӗпе спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ, халӗ Чӗмпӗрти «Авто Форум» фирмӑн директорӗ. Пётр спорт маҫтӑрӗ, ҫак фирмӑра аслӑ маҫтӑрта ӗҫлет.

Турнира 10-16 ҫулхи 210 кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ, пурӗ 16 ушкӑн. Ҫав шутра Анат Кама (Тутарстан), Тольятти (Самар облаҫӗ), Атяшево (Мордови), Канаш (Чӑваш Ен) хулисенчен.

Майрабеевсем хӑйсен шкулӗнчи пӗрремӗш тренерне Н.Узеринова тав туса асӑнмалӑх парне пачӗҫ, шкул валли спорт хатӗрӗсем туянма 15 пин укҫа хӑварчӗҫ. Хисеплӗ хӑнасене вара — вӗсем хушшинче Майрабеевсене вӗрентнӗ РФ тава тивӗҫлӗ учителӗ Н.Кадебин, 1993 ҫулхи Европа чемпионки, икӗ хутчен Раҫҫей чемпионки, тӗнче шайӗнчи спорт маҫтӑрӗ Л.Исламова (Анат Кама), регионсен хушшинчи Кӗрешӳ федерацин президенчӗ В.Васильев (Шупашкар) — сувенирсем, медальсем парса чысларӗҫ.

Н.Кадебин ҫапла каларӗ: «Мускавра пӗртӑван Знаменскийсен турнирӗ пур, Кивӗ Улхашра — Майрабеевсен турнирӗ. Эпир унпа мӑнаҫланатпӑр».

В.Васильев Майрабеевсене ачасене воспитани панӑ ҫӗрте пысӑк ӗҫ тунӑшӑн тав туса СССР виҫҫӗмӗш космонавчӗ, икӗ хутчен Совет Союзӗн Геройӗ, авиаци генерал-майорӗ А.Г. Николаев ячӗллӗ медаль парса чысларӗ.

Ҫӗнӗлӗх те куртӑмӑр: кавир ҫинчи судья ӗҫӗсене хӗрарӑм — Чӑнлӑ посёлокӗнчен килнӗ спорт маҫтӑрӗ К.Недрышкина — илсе пычӗ.

Пӗртӑван Майрабеевсем ҫӗнтерӳҫӗсене грамотасем, медальсем, кубоксем, ятлӑ сехетсем, укҫан парнесем парса хавхалантарчӗҫ, пурне те тепӗр ҫул та турнира хутшӑнма йыхравларӗҫ.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #Кивӗ Улхаш, #Канаш, #Анат Кама, #Тутарстан, #Самар облаҫӗ, #спорт, #кӗрешӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем