Паян пирӗн республикӑра кӗтмен-туман ҫӗртен асар-писер ҫил-тӑман алхасать. Ҫавна пула «Атӑл» М-7 автоҫулӑн пӗр пайне, Ҫӗрпӳрен Тутарстан еннелле каяканнине, вӑхӑтлӑха хуплама тивнӗ. Кун пирки ҫул-йӗр инспекторӗсем хайсен Инстаграмри аккаунтӗнче кӑнтӑрла ҫитиччен хыпарланӑччӗ.
Сӑмах май каласан, федераци трасси ҫинче паян ирех авари пулнӑ. Куславкка район территориийӗнче фурӑпа бензовоз ҫапӑннӑ. Топливо юхса тухман. Водительсене вара тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Ҫула хуплани пирки каларӑмӑр та, кӑнтӑрла иртни икӗ сехет ҫитеспе ӑна уҫнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Росавтодоруа пӑхӑнса тӑракан «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Унта М-7 федераци трасси ҫинчи 679 километрӗнчен пуҫласа 730 километр таранчченхи лаптӑка уҫнине каланӑ.