Хальхинче «Танлаштарӑм» информаци технологийӗсен центрӗ хатӗрленӗ наци танлаштарӑмӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков самаях, 18 йӗрке, аннӑ. Унччен сити-менеджер 32-мӗш йӗркере пулнӑ тӑк халӗ - 50-мӗшӗнче.
Алексей Ладыков танлаштарӑмра мӗншӗн ҫавӑн чухлӗ йӗрке аннин сӑлтавӗсене палӑртар. Ахӑртнех, чи малтанах унӑн ывӑлне арестлени унӑн ят-сумне япӑх витӗм кӳнӗ. Хӑш-пӗр ҫын Шупашкарта транспорт реформине ирттернӗшӗн кӑмӑлсӑр, ҫакна та танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне шута илнӗ. Ку енӗпе татӑлман ыйтусем пур: пысӑк автобуссем пушӑ ҫӳреҫҫӗ, маршруткӑсене вара ҫын нумай ҫӳрекен маршрутсем лекнӗ-мӗн, ҫавна май вӗсем лӑк тулли. Пӗр маршрутка водителӗ тӑрук чарӑннӑ чухне алӑк уҫсан пассажирка урама тухса ӳкни пирки те нумай калаҫнӑ, халӑх тетелӗсенче ку пулӑма сивлекен нумаййӑн.
Танлаштарӑма лайӑх витӗм кӳрекеннисен йышӗнче – Ваттисен канашӗ транспорт реформине ырлани. Ҫӗнӗ автобуссем ҫула тухни те Алексей Ладыкова лайӑх енчен хак пама пулӑшнӑ.