Паян Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ. Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ведомствӑн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Кун хыҫҫӑнах ун патне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцин пуҫлӑхӗнчен Игорь Моляковран ыйту пулнӑ.
«Тӑван ывӑлӑр, Сарӑтури ҫамрӑк ҫын, ӑнсӑртран Чӑваш Ене килсе тӳрех ЧР юстици министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннине эсир килӗшӳллӗ япала тесе шутлатӑр-и?» - ҫапла янӑранӑ ыйту.
«Ывӑл – ӳснӗ ҫын, Раҫҫей гражданинӗ. Документсене тӑратнӑ, конкурс витӗр тухнӑ. Вӑл мӗнле ӗҫленине ведомство ертӳҫи хаклатӑр», - хуравланӑ Сергей Неяскин.
Аса илтерер: Дмитрий Неяскин ЧР юстици министрӗн ҫумӗн пуканне кӑҫал нарӑс пуҫламӑшӗнче йышӑннӑ. Вӑл миҫери паллӑ мар, ведомство сайтӗнче унӑн биографийӗ ҫук. Ашшӗ, Сергей Неяскин, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ЧР ШӖМне ертсе пыма тытӑннӑ.