Шупашкарти Магницкий урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫынсен сехри хӑпнӑ. Ара, хӑйне алӑра тытма пӗлмен ӳсӗр кӳрши ҫурта газпа сирпӗтсе ярасси пирки чӳрече уҫсах кӑшкӑрнӑ.
Ҫурта пурӑнакансем ҫакна илтсен газ ӗҫченӗсем тата полицейскисем патне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Лешсем ҫийӗнчех вырӑна ҫитнӗ. Авариллӗ бригада 20 хваттерти газа сӳнтерсе лартнӑ. Полиципе газ ӗҫченӗсем ҫав арҫыннӑн хваттерне кӗнӗ, анчах вӑл унта пулман ӗнтӗ. Унӑн газӗ патне заглушка лартнӑ.
Арҫынна шырама тытӑннӑ. Хайхискере 4 кунран тытса чарнӑ – каллех ӳсӗр пулнӑ вӑл. Тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнӑ, ҫавна май ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Хӑйне вара ятарлӑ приемнике вырнаҫтарнӑ.