Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – Космонавтика кунӗ. Чӑваш Ен, ҫав шутра Сӗнтӗрвӑррисем те, ӑна уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем шӑпах ҫав тӑрӑхра, Андриян Николаев ҫуралнӑ районта, иртӗҫ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, акан 12-мӗшӗнче Шуршӑл ялӗнче Космонавтика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пулӗҫ. Малтанах Летчик-космонавтӑн асӑну комплексӗнче митинг-концерт пулӗ. Унтан музейре экскурси иртӗ, Юрий Гагарин пирки документлӑ фильм кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу иртӗ. Велочупуҫӑсен ҫулӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла выртӗ.