Пассажирсене йӗркене пӑсса турттаракан водительсем, шел те, пур. Шӑпах унашкаллисене тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем.
Ҫак канмалли кунсенче, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ҪҪХПИ инспекторӗсем Патӑрьелтен Мускава кайма тухнӑ микравтобуса документсене тӗрӗслеме чарнӑ. Водитель пассажирсене йӗркене пӑсса илсе ҫӳрет-мӗн.
Ҫитменнине, микроавтобуса урӑхла туса хунӑ: салонра лармалли тепӗр 3 вырӑн вырнаҫтарнӑ, ҫывӑрмалли вырӑн та пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе административлӑ материалсем хатӗрленӗ.
Водителӗн услам тӑвасси пулман – ӑна Канаш районӗнчи полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. ____