Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ачасем... туалетра вилеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.04.2019 01:22 | 2403 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫухалнӑ ҫынсене шыракан «Лиза Алерт» ушкӑн Росстат пӗлтерни тӑрӑх шухӑша путаракан пӗр факт илсе кӑтартнӑ. Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 22,6 проценчӗн централизациленӗ канализаци ҫук иккен. Вӗсенчен чылайӑшӗн чавса тунӑ шӑтӑксемпе усӑ курма тивет.

«Пире, «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрядне, ку цифра уйрӑмах хумхантарать. Пирӗншӗн ку вӑл — гигина тата аталану ыйтӑвӗ ҫеҫ мар, ачасем хӑрушлӑха лекни те», — тесе ҫырнӑ шыравҫӑсем хӑйсен страницинче.

«Лиза Алерт» хастарӗсем шырама хутшӑннӑ ачасене ялти туалетсенче пӗрре кӑна мар тупнӑ иккен. Ун пекки шкул территорийӗсенче те пулнӑ.

«Лиза Алерт» 2018 ҫулта МИХсене лекнӗ тӗслӗхсене (чӑннипе ытларах пуль теҫҫӗ) илсе кӑтартнӑ:

— арҫын ача, 4 ҫулта, Брянск облаҫӗ (шкул туалечӗ),

— хӗрача, 16 ҫулта, Ростов облаҫӗ,

— арҫын ача, 10 ҫулта, Свердловск облаҫӗ,

— арҫын ача, 6 ҫулта, Волгоград облаҫӗ,

— арҫын ача, 2 ҫулта, Самар облаҫӗ,

— арҫын ача, 7 ҫулта, Ӗрӗнпур облаҫӗ,

— арҫын ача, 4 ҫулта, Волгоград облаҫӗ…

Инкек ан пултӑр тесен асӑрханма: туалет шӑтӑкне пӗчӗк тума, ача-пӑча пули-пулми кӗрсе каясран питӗрсе тӑратма т.ыт.те — сӗннӗ.

#инкексем, #статистика, #ачасем, #Ӗрӗнпур, #Самар, #Волгоград, #Свердловск, #Ростов, #Брянск, #хӑрушсӑрлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-134917368_3988
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем