Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килнӗ май Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе «Чӑвашкино» киностуди тата электрон документацисен архивӗ «Фильмы о войне» (чӑв. Вӑрҫӑ ҫинчен фильмсем) проект пуҫарать. Ӑна шкулсенче вӗренекенсем, ятарлӑ тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем валли пуҫарнӑ.
Ҫамрӑксене хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ кинолентӑсемпе паллаштарӗҫ.
Ытларикун, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Ҫеҫпӗл» кинозала 10 сехете Алексей Козловӑн «Спасти Ленинград» (2015, 12+) вӑрҫа драмине курма чӗнеҫҫӗ. Фильм хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явма май пулӗ. Ку кинора 752-мӗш баржа пӗтнин историне тӗпе хунӑ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Константин Хабенский режиссёрӑн «Собибор» (2018, 12+) фильмне кӑтартӗҫ. Унта 1943 ҫулта Польша территорийӗнче уҫнӑ нацистсен лагерӗнчи ӗҫ-пуҫа кӑтартса панӑ. «Солдатик» (2018, 6+) тат «Решение о ликвидации» (2018, 12+) киносене те кӑтартма палӑртнӑ.