Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Гузовски урамӗнчи Раҫҫей почтин уйрӑмне арҫын торт йӑтса кӗнӗ. Хайхискер унти ӗҫченсене савӑнтарассишӗн мар, усал шухӑшпа пынӑ иккен.
Арҫын почтӑна кӗрсен унта ӗҫлекенсене тортпа хӑналанӑ. Хӑй вара сейф уҫҫи ҫавӑнтах пулнине куҫ хӗррипе асӑрханӑ. Вӑт ҫапла арҫын шанчӑка кӗнӗ, унтан почта ӗҫченӗсем сиссе юличчен сейфран 800 пин тенкӗ йӑкӑртса тухса кайнӑ.
ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын почта уйрӑмне унччен те кӗркеленӗ, хӑйӗнпе пысӑк компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Халӗ ҫав арҫынна йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах почта уйрӑмӗн ӗҫне витӗм кӳмен, вӑл ҫаплипех ӗҫлет.