Полицин лини пункчӗн ӗҫченӗсен самолетран арҫынпа хӗрарӑма хӑйсене тивӗҫлӗ тытманшӑн кӑларса яма тивнӗ. 1966 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тата 1976 ҫулта кун ҫути курнӑ хӗрарӑм экипажа киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентернӗ. Ҫавна май экипаж командирӗ кӑшкӑрашакан пассажирсемпе вӗҫме хирӗҫленӗ.
Ку пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Победа (чӑв. «Ҫӗнтерӳ») авиакомпани самолечӗн борчӗ ҫинче пулнӑ. Арҫын бортпроводницӑна хитре мар сӑмахсемпе кӳрентернӗ, кун хыҫҫӑн экипаж командирӗ полици нарядне чӗнсе илнӗ.
Транспорт полицийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.