Красноармейски пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа вунӑкунлӑх иртрӗ. Ҫак вӑхӑтра шкулта Красноармейски ял тӑрӑхӗсем хушшинчи информаципе культура центрӗнче ӗҫлекенсем те пулчӗҫ. Районти тӗп вулавӑшра вӑй хуракан Гурьева С.В. Николай Карай сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа «Вӑл ҫуралнӑ ҫыравҫӑ пулмах…» мультимедилле хӑтлав хатӗрленӗ. Унпа усӑ курса вӑл 5 тата 10б классенче вӗренекенсене ентеш-поэтӑн кун-ҫулӗпе, пултарулӑхӗпе, пичетленнӗ кӗнекисемпе паллаштарчӗ, викторина ирттерчӗ. Ҫак тӗлпулу ачасене питӗ килӗшрӗ. Трак енри Карай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Томск облаҫӗнче пурӑнакан поэтӑмӑр ҫинчен ытларах пӗлме май пачӗ. Красноармейски ял тӑрӑхӗсем хушшинчи информаципе культура центрӗ ҫумӗнчи «Кӑмӑл» ансамблӗн пӗр ушкӑнӗ Николай Карай сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗ. Надежда Филиппова, Светлана Васильева юрӑҫсем тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Алексеев музыкант вӗренекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен З.П. Михайлова хӑнасене ӑшшӑн тав турӗ, малашне те ӗҫре ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх, телей те ӑнӑҫу сунчӗ.