Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм самолет билечӗ туянас тесе улталаннӑ.
Авиабилета тӗнче тетелӗ урлӑ илес шухӑшлӑ 30 ҫулти хӗрарӑм фишинг (ку сӑмаха чӑвашла куҫарсан тӗнче тетелӗ урлӑ улталас тенине пӗлтерет) сайта лекнӗ. Суя сайт чӑн сайтран пӗр саспаллипе улшӑнса тӑнӑ. Хӗрарӑм ҫакна асӑрхаман.
Авиабилетлӑ пулас текенскер сайтра хӑйӗн банк карттин номерне тата реквизитне кӑтартнӑ. Кайран унӑн телефонӗ ҫине операцие ҫирӗплетме ыйтса банкран ятарлӑ кодлӑ смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм вӑл кода фишинг сайтра ҫырса хунӑ. Пулас авиапассажир кӗҫех 29 пин те 900 тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви сайтсемпе асӑрханса усӑ курма чӗнсе калать. Суя сайтсенче ӗҫлемен каҫӑсемпе баннерсем пур иккен.