Пуш уйӑхӗнче Роспотребнадзор специалисчӗсем Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ шкулӗнче тӗрӗслев ирттернӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Ҫавна май шкула виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: ку шкулта 100 ытла ача вӗренет. Вӗсене вӑхӑтлӑха кӳршӗ ялсенчи шкулсене турттарӗҫ.
Арапуҫ шкулӗнче апатлану блокӗнче стени нӳрелнӗ, тӑррипе иккӗмӗш хут хушшинче кӑвакарнӑ вырӑнсене тупнӑ. Кунсӑр пуҫне ачасене пӗрремӗш е иккӗмӗш апат ҫеҫ панӑ, менюра салат, пылак ҫимӗҫ пулман. Апат-ҫимӗҫе вара ятарлӑ документацисӗр упранӑ. Пуҫламӑш классен тата информатика пӳлӗмӗсенче ҫутӑ ҫителӗксӗр, сӗтел-пукан вара ачасен ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑман.
Ҫак ҫитменлӗхсемшӗн шкул директорне 29 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, повара – 1,2 пин тенкӗлӗх. Вӑрмар районӗн сучӗ Арапуҫ шкулӗн ӗҫӗ-хӗлне санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пӑхӑнманшӑн 90 талӑклӑха чарса лартнӑ.