Шӑматкун Куславкка районӗнче сӑвӑ калакансен «Смолин вулавӗсем» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫал та иртнӗ. Унта пухӑннисем Анатолий Смолин сӑввисене янӑратнӑ. Кун пирки Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ.
Анатолий Смолин сӑвӑҫ кун-ҫулӗ вӑрӑм пулмарӗ. 1957 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑскер 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Анчах унӑн ятне ҫывӑх ҫыннисем тата пултарулӑхне сума сӑвакансем асран кӑлармаҫҫӗ. Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче ҫуралнӑскере хисеплесе «Смолин вулавӗсем» конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, Анатолий Смолин поэт кӑна пулман. Вӑл — куҫаруҫӑ та. Ҫеҫпӗл Мишшин премийӗн лауреачӗ, Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. «Ҫилҫунат» журналта ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн пресс-ҫыруҫинче, каярах унӑн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ.