Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ организацин парӑмне шыраса илме кансӗрленӗ. Ку пӑтӑрмах пӗрер кун тӑсӑлнӑскер те мар.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлес мар тесе 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗчченех тапаҫланнӑ. Предприятин налук тата страховой тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пуҫлӑх ытти контрагента укҫа-тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курмасӑр. Счёта арестленине пӗлнӗрен ҫапла хӑтланнӑ-тӑр ӗнтӗ вӑл. Темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх налук тата ытти тӳлевпе татӑлмасӑр 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатма пултарнӑ.
Пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ҫӗмӗрле районӗнчи суда ярса панӑ.