Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Улатӑрсем Хаяр Иван палӑкне лартма хирӗҫ мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 02.05.2019 17:02 | 2605 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлав ирттерме тытӑннӑ. Ыйтӑвӗ ҫапларах: Улатӑрта Хаяр Иван палӑкне лартнипе килӗшетӗр-и эсир? Ҫапла, улатӑрсем ҫак палӑка лартасшӑн ахӑртнех.

Унччен ӑна Шупашкарта вырнаҫтарасшӑнччӗ. Анчах ку пурнӑҫа кӗмерӗ. Чылай хула ку палӑка лартма хирӗҫ-мӗн. «Ҫыхӑнура» форумра пӗри ҫапларах комментари ҫырнӑ: «Ку Грозный хуласем тӑрӑх вирус пекех ҫӳрет».

Сасӑлава тишкерес тӗк, Улатӑрсем вара палӑка вырнаҫтарассине хирӗҫ мар. Паянхи кун тӗлне унта 48 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 44-шӗ палӑка хулара курасшӑн.

Палӑртмалла: сасӑлава хула администрацийӗн культура, национальноҫ ӗҫӗсен, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗ пуҫарнӑ.

#Улатӑр, #палӑксем, #сасӑлавсем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1445.84.4832
2019.05.02 19:49
Agabazar
Чăнах-и?
виспурт ачи // 1926.76.6722
2019.05.04 12:50
Ахалех эсир кулатар--Хаяр Йаванпа туристсене илерте Улатар . Турист килет , укса юлать , хулан пер саплакне саплама май пулать .
Пулкар // 4231.97.7404
2019.05.05 20:54
вырӑссем таса мар ванька пит кӑмӑллаҫҫӗ ҫав Чӑваш тӑрӑхне ҫавӑрса илнӗшӗн! Чӑвашсен кар тӑмалла, лартармалла мар! Вăранăр, тапранăр, чăваш çыннисем!
Тапран эс вăрçма, выçă халăх!
Халăх хăй çиллине кăтарт!Ҫапса ҫӗмӗрмелле палӑкне. вырӑссем чӑваша пӗтересшӗн тапаҫланаҫҫӗ.
Пулкар // 2460.90.9540
2019.05.07 20:32
44 власов сутӑнчӑкӑн тӑванӗсем!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем