Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Терентий Дверенин музейӗ ялти халӑха йышӑнчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.05.2012 14:03 | 1878 хут пӑхнӑ
Музейпа паллашнӑ самант
Музейпа паллашнӑ самант

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫей шайӗнче те паллӑ — ку ялта Терентий Дверенинӑн музейӗ вырнаҫнӑ.

Дверенин Терентий Парамонович ватлӑхра пуканесем ӑсталанипе чапа тухнӑ. Хӑйӗн килӗнчех музей йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май унӑн музейне айккинче, паллах, хӑварма пултарайман — ӑста, чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Нумай аманнӑ, ҫавах та Турри ӑна вӑрҫӑран сывӑ таврӑнма май панӑ.

Пукане тавраш тума Терентий Дверенин ватлӑхра ҫеҫ пуҫланӑ, 2000-мӗш ҫулсенче. Хальхи вӑхӑта вара ун музейӗнче 100 яхӑн экспонат пур. Ӗҫӗсем ҫавӑн пекех район музейӗнче, Чӑваш наци музейӗнче упранаҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳ кунӗнче ялти ӑстан музейӗпе Ҫичӗпӳрт халӑхӗ паллашрӗ. Экскурсие Николаева А.В. ирттерчӗ — вӗтти те ватти те Терентий Дверенинӑн ӗҫӗсемпе паллашнӑ май кӑмӑллӑ юлчӗ. Пукане те пуканех — пӗчӗккисене те, ҫитӗннисене те илӗртетех хӑйӗн патне. Уйрӑмах ӑста хатӗрленӗскер.

Сӑмах май, Терентий Дверенинӑн музейӗпе паллашас кӑмӑллисем сахал мар, хӑнасем кунта кашни кун тенӗ пекех.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #музейсем, #Ҫичӗпӳрт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем