Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче пурӑнакансем «Экосреда Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн экологи тавралӑхӗ) проектран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫап контейнерӗсем епле ларнипе тата йӑлари хытӑ каяша турттарнишӗн тӳлес ыйтупа кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ.
«Манӑн ыйту пур: ҫӳп-ҫап контейнерӗсем ҫук, ҫывӑхрисем ялан тулли пулсан укҫа мӗншӗн тӳлемелле? Ҫӳп-ҫап уйӑхра пӗр хутаҫ ҫеҫ пухӑнать. Ӑна пӑрахма ял варринчи контейнер патне ҫур километр утмалла, эпӗ ял пуҫламӑшӗнче пурӑнатӑп», — пӗлтернӗ Арапуҫ хӗрарӑмӗ.
«Экотавралӑх» проекта экологи ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшма йӗркеленӗ. Ҫӳп-ҫапа пӑрахма юраман вырӑна пенипе те вӑл кӗрешет.
Сӑмах май, ҫакна та пӗлтермелле. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти нумаях пулмасть 4 пине яхӑн ҫӗнӗ контейнер туяннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.