Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ хыпарлать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шкода Октавия» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 48 ҫулти арҫын 8 ҫулти ачана, велосипедпа пыраканскере, ҫапса кайнӑ. Шӑпӑрлана тухтӑрсем пулӑшу панӑ.
Арҫын ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, арҫын ача ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Водителӗн ОСАГО полисӗ ҫукки те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Арҫын ача ҫул-йӗр правилисене пӑсни паллӑ. Анчах вӑл хӑй явап тытма пултараймасть, унӑн ашшӗ-амӑшне 800 тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Палӑртса хӑварар: машинӑсем ҫӳрекен ҫул ҫине 14 ҫул тултарнӑ велосипедҫӑ ҫеҫ тухма пултарать.