Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫӑлтӑр ҫути» ӑмӑртӑва пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.05.2012 10:23 | 2271 хут пӑхнӑ
Ольга Вазина ӗҫӗнчен
Ольга Вазина ӗҫӗнчен

2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн пӗрлӗх тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен конкурсне ирттерчӗ. Ӗҫсене эпир акан 30-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ.

Хаклавҫӑсем шутӗнче пулчӗҫ: Плотников Н.А, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ; Сосаева А.А., Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн библиотекарӗ; Иванова Н.Г., Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ; Мордвинова А.И., гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӳнер ӑслӑлӑхӗсен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.

Пур хаклавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫак ачасем мала тухрӗҫ:

• 1-мӗш вырӑн: Ольга Вазина (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ, 10 кл., ертӳҫи — Жукова Людмила Валентиновна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.75;

• 2-мӗш вырӑн: Ширяева Наташа, Сергеева Даша (Канаш хули, 10-мӗш шкул, 7 кл., ертӳҫи — Яклашкина Светлана Николаевна, чӑваш чӗлхине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.7;

• 2-мӗш вырӑн: Яковлева Наташа (Ҫӗрпӳ районӗ, Михайловка шкулӗ, 7 кл., ертӳҫи — Александрова Лилия Владимировна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.5;

• 3-мӗш вырӑн: Хохлов Евгений, Вазин Сергей (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ, 1-3 кл., ертӳҫи — Хохлова Татьяна Яковлевна: пуҫламӑш классене вӗрентекен), вӑтам балл — 4.4;

• 3-мӗш вырӑн: Григорьева Ксения (Шупашкар хули, 49-мӗш шкул, 7 кл., ертӳҫи — Иванова Татьяна Владимировна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ), вӑтам балл — 4.35;

• 3-мӗш вырӑн: Надежда Яковлева (Красноармейски районӗ, Именкасси шкулӗ, 7 кл., ертӳҫисем — Ильина Валентина Петровна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен; Евсеева Раиса Егоровна, ӳнер ӑсталӑхне вӗрентекен), вӑтам балл — 4.33;

• 3-мӗш вырӑн: Анастасия Соловьева (Шупашкар хули, 2-мӗш лицей, 9 кл., ертӳҫи — Михайлова Клара Никоновна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ), вӑтам балл — 4.2;

Ыттисем ҫакӑн чухлӗ балл пухрӗҫ: Дмитриев Константин (Ҫӗрпӳ районӗ, Михайловка шкулӗ, 7 класс) — 3.85; Стас Илларионов (Красноармейски вӑтам шкулӗ, 7 кл.) — 3.8; Афанасьева Мария (Красноармейски вӑтам шкулӗ, 7 кл.) — 3.6; Прокопьев Александр (Красноармейски вӑтам шкулӗ, 7 кл.) — 3.55.

Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатпӑр! Пурне те пирӗн ытти ӑмӑртусене хутшӑнма йыхравлатпӑр!

//сӑмах май, комикссен ӑмӑртӑвне эпир кӑҫал, тен, тепре те ирттерӗпӗр.

#ӑмӑртусем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Шупашкар, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Михаловка, #Канаш, #Ҫӑлтӑр ҫути

 

Комментари:

Михайлова Клара Никоновна // 3895.20.0989
2012.05.21 09:39
Çĕнтерÿçĕсен ăçта диплом уçласа илмелле-ши? Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать.
2012.05.21 18:52
Аçтахар Плотников
2012-2013 вĕренӳ çулĕн 1-мĕш çурçулĕнче, кăçалах, тепĕр ăмăрту ирттерес шухăшлă та — икĕ ăмăрту çĕнтерӳçисене перле чыслама планласа. Енчен те ун пек меллĕ мар пулсан — хутне тата парнине е хăвăр Шупашкара килсе илейретĕр, е урăх майсем тупса çитерме пулать.
Михайлова Клара Никоновна // 3895.20.0989
2012.05.22 13:03
Эпир хаваспах тепĕр пулас ăмăртура хутшăнăпăр.
Светлана // 3742.47.1990
2012.05.23 19:45
"Çăлтăр çути" ăмăртăвăн çĕнтерÿçисен дипломĕсене мĕнле адреспа пырса илмелле?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем